Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ акӑ тепӗр уйӑх та ӗҫлесе ирттерчӗ. Ҫапла май чӳк уйӑхӗнчи ӗҫсене пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Унччен кашни уйӑхра эпир рекорд хыҫҫӑн рекорд лартса пытӑмӑр пулсан, ку хутӗнче кӑшт хӑвӑртлӑха чакартӑмӑр. Пурӗ 29 658 чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ ҫеҫ кӗртсе ӗлкӗртӗмӗр. Тепӗр тесен авӑн уйӑхӗнче те пирӗн кӑтарту ҫакнашкалтарахчӗ.
Иртнӗ уйӑхра эпир Михаил Шолоховӑн «Уҫӑ ҫерем» романӑн икӗ кӗнекине, Николай Чернышевскийӗн «Мӗн тумалла?» романне, Лу Синь китай ҫыравҫин калавӗсене кӗртрӗмӗр. Умра Александр Купринӑн «Тытӑҫу» повеҫӗ, Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ тата ыттисем тӑраҫҫӗ. Михаил Шолоховӑн тӑватӑ кӗнекерен тӑракан «Лӑпкӑ Донӗ» те хӑйӗн черетне кӗтет — унта эпир Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫласшӑн.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне илес пулсан, вӑл тинех Ашмарин хатӗрленӗ словарӗн 5-мӗш томӗпе пуянланчӗ. Ҫапла май эпир ку ӗҫе вӗҫлерӗмӗр теме те юрать. Сӑмах май, раштавӑн 11-мӗшӗнче Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах пуххин электронлӑ варианчӗ хӑтлавӗ пулӗ. Пурне те унта йыхравлатпӑр! — хӑтлав вӑхӑтӗнче пирӗн ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки каласа парӑпӑр, йывӑрлӑхсемпе ҫӑмӑллӑхсем ҫинче чарӑнса тӑрӑпӑр.
Аякри Бурят Республикинче Чӑваш культурипе литературин кунӗсем иртӗҫ. Ҫак мероприятие асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) йӗркелесе ирттерет.
Ӳркенмен те хастар Надежда Колесникова Чӑваш культурипе литературин кунне йӗркелес тесе Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илме пултарнӑ. «Чуваши Бурятии» (чӑв. Бурят Республикинчи чӑвашсем) ят панӑ вӑл проекта. Чӑваш культурипе литературин кунӗсем асӑннӑ тӑрӑхра раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен пырӗҫ. Ҫавна май чӑваш культурипе паллаштаракан фотокурав уҫӑлӗ, чӑвашсен тӗнчери вырӑнӗ пирки Дмитрий Мадуров скульптор, историк, культуролог каласа кӑтартӗ, Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова регионти ҫыравҫӑсемпе «ҫавра сӗтеле» хутшӑнӗ. Роза Данилова (Степанова) артистка, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова та Бурят Республикинчи сумлӑ мероприятие хутшӑнӗҫ. Сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторне те Надежда Колесникова инҫе ҫула йыхравланӑччӗ. Шел те, кайма май килмерӗ.
Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?
Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.
Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ.
Хакас Республикинче «Чувашский колорит» (чӑв. Чӑваш колоричӗ) фестиваль иртнӗ. Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.
Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.
Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.
Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.
«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.
Шупашкартан Хусана
Хаклӑ ҫыннӑм Николай Михайлович!
Кӗнекӳшӗн чӗререн тав тӑватӑп. Лавккасемпе вулавӑшсене тухса ҫӳрейменскер, эпӗ ӑна туянмасӑр та вуламасӑр юлнӑ пулӑттӑм
Алӑран ямасӑр, кӑранташпа чӗркелесех, савӑнса та хурланса вуласа тухрӑм кӗнекене. «Аха, «савнисен романӗ» тесе палӑртни астарнӑ ӗнтӗ» тесе ан шутла. Юрату-савӑшу юмахӗсемпе айланасси ман ӳсӗмри вулаканшӗн, тен, ытти чӑвашсемшӗн те, килӗшӳллех мар ҫав.
Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп.
Унчченрех вырӑсла калаҫма пӗлекен чӑвашсем вырӑсла калаҫма пӗлмен чӑвашсен умӗнче хӑйсене лешсенчен ӑслӑрах, вырӑсла каласан, „крутойрах“ ҫын вырӑнне хунине астӑватпӑр-ха. Чӑвашла каласан „чӑнкӑрах“ ӗнтӗ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пӑрахрӗ : ҫын вырӑсла калаҫма пӗлни вӑл ыттисенчен ӑслӑрах е „крутойрах“, „чӑнкӑрах“ пулнине кӑтартмасть. Мӗншӗн тесен паянхи кун кашни чӑваш ҫынниех, пӗчӗк ачаран пуҫласа чи ватӑ ӳсӗмри мучиччен е карчӑкчченех, нумай чухне вырӑссенчен те ирттерсе, вырӑсла шатӑртатса лайӑх калаҫать. Ҫавна пула хальхи вӑхӑтра, ху вырӑсла калаҫма пӗлнипе никама та тӗлӗнтереймӗн те, мухтанаймӑн та „чӑнкӑ“ та пулаймӑн. Урӑхла каласан паянхи чӑваш вырӑсла калаҫма пӗлни- нимле „крутой“ япала та мар, урӑхла пулма та пултараймасть. Сӑлттавне каларӑм.
Ҫакна пӑхмасӑрах, паян нумай чӑваш ашшӗ-амӑшӗ, ачисем ыттисенчен „чӑнкӑрах‘ пулчӑр тесе пулас, пурпӗрех, вӗсене тӑван чӑваш чӗлхине вӗрентмесӗрех, инерципе вырӑсла ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшать-ха. Урӑхла каласан, вырӑсла ҫеҫ калаҫакан ача чӑвашла калаҫакан ачаран „ӑслӑрах“ пек туйӑнать пуль ҫав вӗсене.
Паян, чӳкӗн 22-мӗшӗнче, Раҫҫейре сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ку уяв официаллисен йышне кӗмест пулин те чӗлхеҫӗсемшӗн вӑл пӗлтерӗшлӗ кун шутланать. Ҫак кун сӑмахсарсем пирки лекцисем вулаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ те ҫак куна палӑртмасӑр ирттерсе ярас темерӗ — электронлӑ сӑмахсарсен сайтне Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне кӗртрӗ. Ҫапла май халь кунта 3-мӗш томсӑр пуҫне пӗтӗм Ашмарин словарӗ вырнаҫнӑ.
Чӳкӗн 22-мӗшӗнче сӑмахсарсемпе энциклопедисен кунне паллӑ тума вӑл кун Владимир Даль ҫуралнине кура суйланӑ. Асаилтеретпӗр, Владимир Даль — вырӑс чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин авторӗ. Кунашкал уяв АПШ-ра та пур. Вӗсем словарьсен кунне юпан 16-мӗшӗнче, Ной Вебстер ҫуралнӑ кунхине, паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл та, вырӑс ӑсчахӗ пекех, сӑмахсарсем калӑпласа чапа тухнӑ. Чӑваш чӗлхеҫисемшӗн вара ку тӗлӗшпе 1870 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ Николай Иванович Ашмарин паллӑ вырӑн йышӑнать. Анчах хальччен авӑнӑн 22-мӗшӗнче словарьсен уявне уявласси пулман-ха.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне икӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ. Кун пирки пире Валерий Туркай сӑвӑҫ пӗлтерчӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах, театр ҫуртне ҫӗнетнӗ май, ятне вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Театр ертӳҫи Елена Николаева пире пӗлтернӗ тӑрӑх икӗ чӗлхепе ҫырса хума малтанах шут тытнӑ пулнӑ. Халӑх хушшинче шӑв-шав ҫӗкленнине пула театр ятне икӗ чӗлхепе халех ҫырса хунӑ.
Ҫак кунсенче театрта ҫамрӑксен театрӗсен пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртет. Унта ҫӗршыври тӗрлӗ тӑрӑхсенчи театрсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Паян, сӑмахран, 18 сехет ҫурӑра эсир Ӗпхӳри «Нур» тутар патшалӑх театрӗ лартнӑ «Живи на солнечной стороне» (чӑв. Хӗвел ҫӳтипе савӑн) спектакльпе паллашма пултаратӑр.
Унсӑр пуҫне, чӳкӗн 22-мӗшӗнче 14 сехетре пирӗн паллӑ поэтӑмӑра Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне халалласа кунта тӗп уяв иртмелле. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауриачӗсене чыслӗҫ, уява чаплӑ хӑнасем те хутшӑнӗҫ.
Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.
Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.
Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗ вӗҫленнӗ май Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн вӑл уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Самай вӑй хурса малтанхи уйӑхӑн рекордне тата та ҫӗнетрӗмӗр. Авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ кӗртейрӗмӗр пулсан — юпа уйӑхӗнче вара 40 пин ытла!
Тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар. Иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» чылай хайлавсемпе пуянланчӗ. Иван Гончаровӑн «Обломовӗ», А. Мусатовӑн «Стожарӗ», Антон Чеховӑн калавӗсем тата ытти хайлава эпир чӑвашла та вырӑсла та хамӑр корпуса кӗртрӗмӗр. Ҫапла май паянхи кун кунта 165 126 мӑшӑр шутланать. Иртнӗ уйӑхрипе танлаштарсан ку 40 пин те 308 пуплевӗш ытларах.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ черетлӗ ҫӗнетӳсем кӗтет — юпа уйӑхӗнче ӗнтӗ эпир Николай Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» 5-мӗш томне юсаса ҫитертӗмӗр. Ку ӗҫе Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл турӗҫ. Юсанӑ текст сайта кӗме хатӗрленет — уйӑх вӗҫнелле туса ҫитернӗ май ӗлкӗреймерӗмӗр-ха.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫин кӑтартӑвӗсене илсе парар. Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра 1 428 (+63) текст, 204 733 (+38 859) пулевӗш, 2 396 853 (+389 752) сӑмах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |